Ял пурнӑҫӗ
![]() Патӑрьел районӗнчи тата тепӗр ялта клуб тӑвасшӑн. Ку ӗҫе нумаях пулмасть тытӑннӑ ӗнтӗ. Клуба Тутар Сӑкӑт ялӗнче хӑпартаҫҫӗ. Унчченхи кивелнӗ иккен. Ҫавӑнпа та ял ҫыннисем тахҫанах ҫӗнӗ клуб пирки ӗмӗтленнӗ. Ӗҫе нумаях пулмасть пуҫланине кура подряд организацийӗн васкавлӑн тимлеме тивӗ. Апла пулин те вӑл Тутар Сӑкӑтенче пурӑнакансем Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ клубра кӗтсе илессине шантарать-мӗн. Строительпе тунӑ килӗшӳре объекта кӑҫалхи раштавӑн 25-мӗшӗнче хута ямаллине палӑртнӑ. 150 вырӑнлӑх культура учрежденине хӑпартма тӗрлӗ хыснаран 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӑл шутран пысӑк пайӗ, 14 миллион тенки, — республика хыснинчен. Районти бюджетра 750 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Юлашки ҫулсене илсен, клубсене Ыхра Ҫырминче тата Пайкилтре хӑпартса лартнӑ. Унсӑр пуҫне тепӗр ҫӗртисене юсаса ҫӗнетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Йӑлари хытӑ каяша ятарлӑ полигона турттарса каяссине пирӗн республикӑра унччентерех йӗркелерӗҫ. Апла пулин те ҫак ӗҫ пӑтӑрмахсӑр мар. Тепӗр ҫӗрте машинӑсем вӑхӑтра килменни, ҫӳп-ҫап тулса кайса таврана сапаланни, илемсӗр курӑнса ларни пирки пӑшӑрханса калаҫаҫҫӗ. Контейнерсем вырнаҫтарман урамсем те пур. Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑхавсене «Народный контроль» (чӑв. Халӑх тӗрӗслевӗ) портал урлӑ та евитлеме пулать. Халӑхӑн пӑшӑрханӑвне йышӑнмалли онлайн-ресурса кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра 300 ытла ҫыру янӑ. Вӗсенчен ҫурри урамра ҫутӑ ҫуккипе, тасатман тротуарсемпе тата нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсем япӑххипе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() "Урмары Онлайн" ушкӑнран илнӗ сӑн Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗнче такам автомашинӑпа пынӑ чухне хурсене ҫапса кайнӑ. Пӗтӗмпе 7 хур шар курнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ вилнӗ, тӑваттӑшӗ самаях вӑйлӑ аманнӑ. Ку ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ. Хыпара «Урмары Онлайн» ушкӑна вырнаҫтарнӑ. Ахӑртнех, хурсем ҫул урлӑ каҫнӑ, ҫав самантра вӗсем ҫине машина пырса кӗнӗ. Ку хыпара тӗрлӗрен хаклакансем тупӑннӑ. «Хурсене ҫапса кайнӑ ҫыннӑн правине туртса илмелле», - ҫырнӑ пӗр хӗрарӑм. Теприсен шухӑшӗпе, хур хуҫисем айӑплӑ. «Килти кайӑк-кӗшӗке пӑхсах тӑмалла, ҫул ҫинче ирӗклӗн ҫӳреттермелле мар. Кунсӑр пуҫне, ҫул ялта мар», - тенӗ тепри. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() gusev-online.ru сайри сӑн Кӑҫал «Чӑваш Республикинчи ял территорийӗсене аталантарасси» программӑпа килӗшӳллӗн 7,5 ҫухрӑм газ пайлакан сеть тӑвӗҫ. Газопровод туни Комсомольскинчи 70 ҫурта, Йӗпреҫ районӗнчич Кӗлӗмкассинчи 56 пӳрте, Вӑрмар районӗнчи Тупах ялӗнчи 30 ҫурта, Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗнчи 21 пӳрте газпа тивӗҫтерме пулӑшӗ. Паянхи кун тӗлне Йӗпреҫ, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ районӗсенче строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ. Ҫак программӑпа килӗшӳллӗн халӑха пахалӑхлӑ таса шывпа тивӗҫтерес енӗпе те ӗҫлеҫҫӗ – 8,2 ҫухрӑм тӑршшӗ шыв пӑрӑхӗ хута яраҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Акшик ялӗнче 140 ҫынна таса шывпа тивӗҫтерӗҫ, Элӗк районӗнчи Юнтапа тата Ҫӗнкас ялӗсенче – 208 ҫын таса шывлӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Вӑрнар районӗнчи Кивӗ Шуртан ялӗнчи Вӑрман урамне ҫул сарнӑ. Ӗҫе кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. «Стройка-21» тулли мар яваплӑ обществӑпа тунӑ килӗшӳре строительствӑна авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫлемеллине палӑртнӑ. Анчах подряд организацийӗ ҫине тӑрса тӑрӑшнипе ҫула утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнчех сарса пӗтернӗ. Пӗр урама ҫул сарма хыснаран 5 миллион та 29 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫул тӑршшӗ — 675 метр. Ӑна сарнипе пӗрлех ҫул айккине шыв юхтарса каясран вак чул сарнӑ, курӑк акнӑ. Ҫуран ҫӳрекенсем валли сукмак сарнӑ. Машинӑсене пӑрӑнса кӗмелли тата ҫаврӑнмалли вырӑнсене те пӑхса хӑварнӑ строительсем. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Кивӗ Шуртансем ҫулшӑн питӗ савӑннӑ. Вӑрман урамӗпе иртнӗ чух вӗсем пылчӑк ҫӑрса текех нушаланмӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Муркаш районӗнче мультисервис лавкки ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл Иштерек ялне пырсан вырӑнтисем часах пухӑннӑ. Кам ҫӑкӑр туяннӑ, кӗнеке вулама юратакансем илемлӗ литература илнӗ, теприсем патшалӑх пулӑшӑвне ятарлӑ портал урлӑ илмелли майсемпе паллашнӑ. Нумай енлӗ пулӑшу кӳрекен лавккана ӗҫлеттерес пуҫарӑва асӑннӑ районти тӗп вулавӑшпа Муркашри райпо пӗр шухӑшлӑн татса панӑ. Ҫапла вара апат-ҫимӗҫ лавкки илемлӗ литература валеҫекен куҫса ҫӳрекен пункта, патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн пулӑшӑвне кӳрекен чӳречене ҫаврӑннӑ. Лавккасӑр Иштерек ялӗ автолавккӑна яланах хапӑл. Хальхинче те ҫавӑн пекех пулнӑ. Ҫӑкӑр тавраш туяннипе пӗрлех вӗсем чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисене илнӗ. Патшалӑх пулӑшӑвне илме май пуррипе паллаштарнине те ял халӑх кӑмӑлтан итленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ ҫӗкленет. Ӑна хӑпартма «Мостстройинвест» тулли мар яваплӑ обществӑна шаннӑ. Йӗпреҫ район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑр ҫуртне тума 4 миллион та 133 пин тухса кайӗ. Смета хакӗ ҫакӑн пек. ФАПа Чӑваш Ен Элтеперӗ 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче йышӑннӑ ял ҫыннисене медицинӑпа санитарин пирвайхи пулӑшӑвне лайӑхлатасси ҫинчен калакан хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫӗклеҫҫӗ. Асӑннӑ документа йышӑннӑранпа Йӗпреҫ районӗнче кӑна 8 фельдшерпа акушер пункчӗ туса лартнӑ. Ҫӗнӗ Выҫлинчи — тӑххӑрмӗш. Тухтӑр ҫурчӗ 80-а яхӑн тӑваткал метр йышӑнӗ. Ҫӗнӗ ФАПра ҫутӑ та хӑтлӑ пулӗ. Шыв та шала кӗртӗҫ, таса мар шыва юхса тухма канализаци те тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Вӑрнар районӗнчи Туҫи Ҫармӑс ялӗнче халӑх шучӗпе ҫул юсанӑ. Тӗрӗсрех каласан, вырӑнти пуҫарулӑх программипе. 820 метр тӑршшӗ ҫула вак чул сарса хытарнӑ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура, хӗрлӗ хӑю касса, шар ҫаксах уҫнӑ. Мероприятие Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Волков, подряд организацийӗн (вӑл — А.Г. Ефимова усламҫӑ) ӗҫченӗсем, ял ҫыннисем пухӑннӑ. Ҫула кӗске вӑхӑтра юсанӑ. Ӑна епле сарни ял ҫыннисене тивӗҫтерет. Подряд организацийӗн ӗҫ-хӗлне халӑх сӑнасах тӑнӑ. Вак чул сарнӑ ҫул 5 урама ҫыхӑнтарать. Тӳре-шара пуҫарулӑх программине хутшӑннӑшӑн ял ҫыннисене тав тунӑ. Вырӑнтисем хӑйсен укҫи-тенкине шеллеменнине кура хыснаран та «нухрат» уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Йӑлари хытӑ каяша ялсенчен ятарлӑ вырӑна турттарма пуҫланӑранпа самай вӑхӑт иртрӗ. Ҫӗнӗлӗхе пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑранпа тӗрлӗ пӑтӑрмахсӑр пулмарӗ. Малтанах ҫынсене тарифсем тивӗҫтермерӗҫ. Кашни ҫын пуҫне уйӑхсерен 75-шер тенкӗ пуҫтарни халӑха нумай калаҫтарчӗ. Кӑштахран хака ялтисем валли 10 тенке яхӑн чакарчӗҫ. Кӑмӑлсӑрлану кунпах вӗҫленмерӗ-ха. Хӑш-пӗр ялта контейнерсем лартмантан йӑлари хытӑ каяша ниҫта йӑтма аптӑраҫҫӗ. Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Алексей Грищенко ӗнерхи пӗр канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, йӑлари хытӑ каяша 13212 вырӑнтан турттараҫҫӗ. Вӗсенчен 1883 вырӑнта контейнерсене йӗркеллӗ вырнаҫтарса тухнӑ. Лайӑх енчен министр Куславкка, Красноармейски, Ҫӗмӗрле районӗсене тата Канаш хулине асӑнса хӑварнӑ. Ӗҫе аван йӗркеленисен йышӗнче ҫавӑн пекех — Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар районӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Шорчекассинче пурӑнакан Николай Петров тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Кугеси.рф/Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ.рф/Халӑх канашӗ) пабликра ялти ҫӑл шӑпишӗн пӑшӑрханса ҫырнӑ. Шемшер ял тӑрӑхне кӗрекен Шорчекассинче Ахтень ятлӑ ҫӑл пулнӑ иккен. Анчах юлашки икӗ ҫулта вӑл япӑхнӑ. Пӗтӗм ял усӑ курнӑ ҫӑла юсас ыйтупа хастар ял ҫыннисем Шемшер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ патне ҫитнӗ-мӗн. Вырӑнти тӳре-шара вӗсене нимпе те савӑнтарайман. Ҫӑлкуҫа тасатса тӑрассишӗн ял тӑрӑхӗ яваплӑ маррине ӗнентернӗ. Ҫынсене хӑйсен шучӗпе юсама сӗннӗ. «Ялта пӗр ҫӑл пулмалла мар-ши? Камран пулӑшу ыйтмалла-ши?» — тесе ҫырнӑ пост авторӗ Николай Петров «Кӳкеҫ.рф/Халӑх канашӗ» пабликра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ. | ||
| Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |